Ҫурлан 22-мӗшӗнче «Шупашкар — Раҫҫейӗн Атӑл ҫинчи ахахӗ» ятпа иртнӗ пӗтӗм тӗнчери ҫуллахи шкул ӗҫӗ вӗҫленнӗ. Вӑл «Ҫутҫанталӑкпа технологи ландшафчӗн геоэкологи тӗпчевӗ» программӑпа йӗркеленӗ.
Ҫуллахи шкул ҫурлан 4-мӗшӗнчен тытӑнса 22-мӗшӗччен ӗҫленӗ. Унта геоэкологи ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен Германири сакӑр студент: Маркус Роланд Роскопф (Галле хулинчен), Моритц Филлип Коза (Берлин), Эрик Хилшер (Марбург), Мариус Рэбигер (Марбург), Керстин Цальверт (Марбург), Патрик Бергманн (Гросскротценбург), Лиза Хольцхауэр (Ваха), Анне Хольцхауэр (Бинген) хутшӑннӑ.
Чӑвашра пулнӑ хушӑра студентсем Шомикри «Буревестник» географи станцине, Шупашкар ГЭСне, Йӑлӑма, Шупашкарти Ботаника пахчине, Шӑмӑршӑ районӗнчи «Чӑваш вӑрманӗ» наци паркне, Йӗпреҫри уҫӑ вырӑнти этнографи музейне, Кӳкеҫри «Паха тӗрӗ» музее, вӑрман музейне, Шуршӑлти Космонавтика музейне, Хальхи вӑхӑтри ӳнер центрне, Ҫеҫпӗлӗн тӑван тӑрӑхне ҫитсе курнӑ. Вӗсем валли Ҫӗнӗ Шупашкарти биологилле тасатмалли сооружение тата метеостанцие экскурси йӗркеленӗ.
Йӗпреҫ районӗнче йӗкӗрешсен «Икӗ хут телей» уявӗ иртнӗ. Юлашки вунӑ ҫулта районта йӗкӗрешсем 21 хутчен ҫуралнӑ. «Харӑс мӗнле пӑхмалла, харӑс мӗнле ачашласа ҫитермелле тата ытти ҫавӑн пек ыйтусем ҫралнипе малтанах хӑраса та каяҫҫӗ. Ҫемьере арҫын ачапа хӗрача ҫуралсан тӑвансем уйрӑмах савӑнаҫҫӗ», — тенӗ хӑй сӑнани тӑрӑх район администрацийӗн гражданла тӑрӑмӗн акчӗсене ҫыракан пайӗн пуҫлӑхӗ Валентина Фасхутдинова.
Уява Йӗпреҫри Анисимовсем (вӗсен пӗр кунта хӗрпе ывӑл ҫуралнӑ), Березовкӑри Тимофеевсем (икӗ ывӑл ҫуралнӑ. Пӗтӗмпе ҫемьере — виҫӗ арҫын ача), Шӑрттан тӑрӑхӗнчи Фоминсем (вӗсен пӗр кунта икӗ хӗр кун ҫути курнӑ, ҫапла вара халӗ вӗсен виҫӗ хӗре ҫитнӗ) тата ыттисем ҫитнӗ.
Уява чӗннӗ ҫемьесем тӗрлӗ конкурса хутшӑннӑ, хӑйсем пирки каласа кӑтартнӑ, юрланӑ та, ташланӑ та.
Сӑнсем (46)
Ӗнер Йӗпреҫ район депутачӗсем черетсӗр ларӑва пуҫтарӑннӑ. Унта депутатсемсӗр пуҫне район администрацийӗн пайӗсен тата ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем, федераци органӗсен подразделенийӗсен ертӳҫисем, тӗрлӗ харпӑрлӑх хурмиллӗ предприяти-организацисене ертсе пыракансем, ял хуҫалӑх ертӳҫисем, шкул директорӗсем, прокуратура ӗҫченӗсем пухӑннӑ.
Ларура Йӗпреҫ район Уставне улшӑну кӗртессине сӳтсе явнӑ. Унта хӑш-пӗр пунктсене хушнӑ, хӑшӗсем вӑйне ҫухатнӑ тесе йышӑннӑ. Район пуҫлӑхӗн полномочийӗ хӑҫан тухассине те палӑртса хӑварнӑ. Ют ҫӗршывра укҫа упрасан та район пуҫлӑхӗн тилхепине ҫухатӑн. Маларах ун пек саккуна ҫӗршыв шайӗнче йышӑннӑ май хӑш-пӗр ҫӗрте вырӑнти саккун акчӗсене улшӑнусем кӗртме ӗлкӗрнӗччӗ-ха, халӗ йӗпреҫсен те Уставӗ федераци саккунӗпе килӗшсе тӑрать.
Районӑн муниципалитет шайӗнчи право акчӗсем вырӑнти хаҫатсенчен пӗринче пичетленнӗ хыҫҫӑн тин вӑя кӗрӗҫ. Кун пирки те ларура палӑртса хӑварнӑ.
Сӑнсем (16)
Ҫурлан 14-мӗшпе 27-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи «Детский отдых» (чӑв. Ачасен канӑвӗ) ТМЯП кану базинче республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи пултаруллӑ шкул ачисем «Шевле» уйлӑхра канаҫҫӗ. Кунта Шупашкар хулинчи, Муркаш, Йӗпреҫ, Тӑвай, Хӗрлӗ Чутай, Элӗк тата Етӗрне район ачисем лекнӗ.
Ачасен канӑвӗ кӑсӑклӑ иртет. Вӗсене тӗрлеме, ташлама, чӑваш апат-ҫимӗҫне пӗҫерме вӗрентеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ҫак маттур ачасемпе «Тантӑш» хаҫат редакцийӗн журналисчӗсем, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн актёрӗсем тӗлпулусем ирттерӗҫ. Паллах, кӑсӑклӑ экскурсисемсӗр ачасен канӑвӗ иртмӗ.
Уйлӑха ҫурлан 15-мӗшӗнче савӑнӑҫлӑн уҫрӗҫ: «Несӗлсен ҫӗрӗ ҫинче» паллашу саманчӗ иртрӗ, ачасем уйлӑх йӗркипе паллашрӗҫ, отрядсене ятсем пачӗҫ, уйлӑх логотипне суйларӗҫ, стена ҫинчи хаҫатсем кӑларма шантарчӗҫ.
Пӗрремӗш кунхине ачасем валли ятарлӑ концерт йӗркелерӗҫ.
Ҫурлан 14-мӗшӗнче, пыл сӑпасӗнче, Йӗпреҫ районӗнчи Ҫӗнӗ Пурнӑҫ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, халӗ Мускав облаҫӗнче пурӑнакан Владимир Терентьев ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗпе Любовь Юринӑпа пӗрле Ҫӗнӗ Пурнӑҫ, Березовка, Орел ялӗсенче кун кунлакан ватӑсем патне ҫитнӗ.
Владимир Иванович ҫирӗп сывлӑх сунса, пыл сӑпасӗпе саламласа кашнине пыл парнеленӗ.
Владимир Терентьев мӑшӑрӗпе Лидия Викторовнӑпа Мускав облаҫӗнче 30 ҫул ытла пурӑнаҫҫӗ. Виҫӗ ывӑл ҫитӗнтернӗ. Халӗ вӗсем Ҫӗнӗ Пурнӑҫ ялӗнче ҫурт ҫӗклеҫҫӗ.
Владимир Мускав облаҫӗнче утар тытать. Тӑван ялӗнче те вӗллесем пур. Ватӑсем вӑл парнеленӗ пылшӑн тата хӑйсене манманшӑн питӗ савӑннӑ.
Сӑнсем (20)
Ҫулталӑк вӗҫленнӗ тӗле Йӗпреҫ районӗнче шыв тасатмалли сооруженисем ӗҫлесе каймалла. Хальлӗхе ӗҫе 70 процент пурнӑҫланӑ.
Проекта пурнӑҫлама 160 миллион тенкӗ тӑкакланӗ. Ӑна Йӗпреҫ районне «Таса шыв» программӑпа килӗшӳллӗн уйӑрса панӑ. Хальлӗхе ҫак укҫан ҫуррине тӑкакланӑ.
Подрядчик ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, ҫакнашкал сооруженисем Чӑваш Енре кӑна мар, Атӑлҫи тӑрӑхӗнче те урӑх ҫук.
Вӗсене питӗ ҫирӗп кантӑк пластикран хатӗрленӗ. 50 ҫул ытла чӑтма пултараҫҫӗ. Паха тепӗр енӗ — сооружение ҫӗр айне вырнаҫтараҫҫӗ. Ҫакна пула ырӑ мар шӑршӑ та пулмӗ.
Ҫак сооруженисем витӗр кунсерен 1000 кубла метр шыв тухӗ. Унчченхи, 1979 ҫулта тунӑскер, ҫак ӗҫе пурнӑҫлаймасть ӗнтӗ.
Йӗпреҫ районӗнче ӗҫҫи епле пыни пирки «Ҫиҫӗм» информаци хучӗ хыпарлать. Эрнере пӗрре тухаканскере ял тӑрӑхӗсенчи информаци хӑмисем ҫине вырнаҫтараҫҫӗ. «Хушма информаци материалӗсем пичетлени, юлашки ҫулсенчи ӗҫ опычӗ кӑтартнӑ тӑрӑх, ӗҫ тухӑҫлӑхне ӳстерет», — тесе ӗнентереҫҫӗ вырӑнтисем. «Ҫиҫӗм» вырма епле пынипе, кӗрхисене акма хатӗрленнипе паллаштарать-мӗн.
Комбайнерсен ӗҫне хӑвӑртлатас тата кӗрхи ҫӗртме сухи сухалакансемпе кӗрхисене акакансене хавхалантарас тесе ял хуҫалӑх предприятийӗсен ӗҫӗпе паллаштаракан цифрӑсене эрнесерен район хаҫатӗнче пичетлеҫҫӗ иккен. Малта пыракан ҫичшер комбайнерпа механизатора кӗркунне хавхалантарӗҫ.
Йӗпреҫ поселокӗ ҫулсерен ҫурла пуҫламӑшӗнче уява пухӑнать. Кӑҫал ҫурлан 2-мӗшӗнче йӗпреҫсем 121-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ.
Илемлетнӗ пӑравус артистсене парка илсе ҫитернӗ хыҫҫӑн уяв уҫӑлнӑ. Йӗпреҫ районӗн пуҫлӑхӗ Александр Яковлев, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Чугаров тата ыттисем етешӗсене уявпа саламланӑ. Александр Яковлев Валентина Ивановӑна, Надежда Масловӑна, Раиса Ивановӑна Йӗпреҫ район администрацийӗн Хисеп грамотипе чысланӑ. Йӗпреҫре ӗҫлекен ытти ҫынсем те грамотӑсене тивӗҫнӗ.
Унтан хӑнасене тата йӗпреҫсене районти ача-пӑча, фольклор, эстрада, ташӑ ушкӑнӗсем сцена ҫинче савӑнтарнӑ. Кун хыҫҫӑн Анатолий Алясов юрӑҫ юрӑсем шӑрантарнӑ. Ҫавӑн пекех уявра Комсомольски районӗнчи Александровка ял тӑрӑхӗнчи «Родники» ансамбль, Вӑрнарти «Тивлет» юрӑпа ташӑ ансамблӗ, чӑваш эстрада артисчӗсем, Шупашкарти «Волжане» вокалпа инструмент ансамблӗ сцена ҫине тухнӑ.
Уяв спорт ӑмӑртӑвӗсемсӗр иртмен. Йӗпреҫри чи вӑйлӑ ҫын ятне Роман Ковальчик тивӗҫнӗ.
Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Мами ялӗнче пурӑнакан Николай Ивановичпа Юлия Тимофеевна Ивановсем ҫамрӑксемшӗн чӑн-чӑн тӗслӗх. 60 ҫул пӗрле пурӑнакан мӑшӑртан вӗренмелли пурах ҫав.
Вӗсем Канашра паллашнӑ. Николай Иванович ун чухне Канашри вӑрман промышленноҫӗпе хуҫалӑхӗнче тиевҫӗре ӗҫленӗ. Юлия Тимофеевна унта Йӗпреҫ районӗнчи Пучинкерен ӗҫлеме килнӗ. Ҫапла Ивановсен ҫемйи чӑмӑртаннӑ.
Ивановсем 8 ачана ура ҫине тӑратнӑ. Мӑшӑр питӗ ӗҫчен, ҫынпа ӑш пиллӗ. Ивановсем тивӗҫлӗ канӑва тухичченех тӑван «Канаш» колхозра тӑрӑшнӑ. Вӗсем иккӗшӗ те — ӗҫ ветеранӗсем, иккӗшне те Хисеп хучӗпе чысланӑ.
Йӑлапа килӗшӳллӗн, мӑшӑр хисеплӗ юбилярсен кӗнекине ҫырса хӑварнӑ. Хисеплӗ мӑшӑра вырӑнти тӳре-шара, тӑванӗсем, пӗлӗшӗсем саламланӑ.
Сӑнсем (9)
Республикӑри районсенчи ял хуҫалӑхӗсем вырмана тухма майӗпен хатӗрленеҫҫӗ. Нумаях пулмасть Елчӗк районӗ вырмана тухнине пӗлтернӗччӗ.
Утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнче те комбайнсем уй-хирелле васканӑ. Кунти «Рассвет» АУО вырмана малтан тухнӑ. Тыр-пула Сергей Ананьевич Максимов «Акрос» комбайнпа вырать.
Паянхи кун тӗлне 5 гектар ҫинчи кӗрхи тулла вырса кӗртнӗ. 1 гектартан 20 центнер вырса илнӗ. Ку — пуҫламӑшӗ кӑна-ха. Хуҫалӑхӑн 1299 гектар лаптӑк ҫинчи тыр-пулла вырмалла. Ҫак ӗҫе виҫӗ комбайн пурнӑҫлӗ. Вӗсенчен пӗрине ҫак кунсенче ҫеҫ туяннӑ.
Сӑнсем (6)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |